Чăваш Енре çамрăк ачасем валли кирлĕ япаласене вăхăтлăх усă курма паракан пунктсем тата ачана кĕске вăхăтлăх пăхса тăмалли ушкăнсем уçăлсах пыраççĕ. Республикăри çемьесене çакăн пек пулăшу кирли пирки Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те палăртнăччĕ.
— СВОна хутшăнакансен çемйисем, студентсем, çамрăк çемьесем, нумай ачаллă, сахал тупăшлă, сусăр ачана пăхса ỹстерекен ашшĕ-амăшĕ асăннă çăмăллăха хаваспах йышăнать. Регион ертỹçи Олег Николаев çакна палăртрĕ: «Çакăн пек пулăшу халăх ыйтнипе пурнăçа кĕчĕ, пирĕн тĕп тĕллев — ăна упраса тата анлăлатса пырасси». Ашшĕ-амăшĕ палăртнă тăрăх, прокат çемье бюджетне упрать, кĕске вăхăта çеç кирлĕ япаласем туянса ытлашши тăкакланассинчен хăтăлма май парать. Перекетленĕ укçана ача сывлăхне çирĕплетесси тата унăн аталанăвĕ, çемьен усăллă канăвĕ çине яма пулать, — палăртать Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова. Ачана кирлĕ тара паракан япаласен шутне çаксем кĕреççĕ: кỹме, кỹме-трансформер, йĕкĕреш валли кỹме-трансформер, уçăлса çỹремелли кỹме, йĕкĕрешпе уçăлса çỹремелли кỹме, кравать (матраспа), ачана тăхăнтартмалли тата çитермелли сĕтелсем, шыва кĕртмелли ванна, манеж, ходунок, автолюлька, çунашка, автокресло, тин çуралнă пепкене йăтса çỹремелли хатĕр, тараса, ятарлă кресло, видео урлă ачана сăнама тата астума май паракан хатĕр, интерактивлă юрă-кĕвĕллĕ тетте.
«Çемье» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çак кунсенче Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центрта виçĕ çула çитмен ачасем валли прокат пункчĕ уçăлни пирки хаçат урлă пĕлтернĕччĕ.
— Пирĕн 4 ача. Урамра çỹремелли кỹмепе çунашкана, музыка пĕлĕвне ỹстерме май паракан теттене вăхăтлăх илни пирĕншĕн Çĕнĕ çул уявĕ умĕнхи пысăк парне пулчĕ. Ку пулăшу çемьешĕн питĕ вырăнлă, — пĕлтерет Елчĕкре пурăнакан Светлана.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн йышăнăвĕсене пурнăçлас тĕллевпе регионти социаллă пулăшу мерисем тивĕçлĕ аталанса пыраççĕ. Округри прокат пункчĕ уçăлнăранпа пулăшупа 6 çемье усă курма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ.