Кăçалтан пенсие тухмалли ÿсĕм тĕлĕшпе çĕнĕ улшăнусем вăя кĕчĕç.
Ку вăл — 2019 çулта пуçланнă пенси реформин тепĕр тапхăрĕ.
2024 çулта арçынсем — 63 çулта, хĕрарăмсем 58 çулта тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Анчах çак вăхăт тĕлне ĕç стажĕ 15 çултан сахалрах тата пенси балĕ 28,2 чухлĕ пухăнман тăк пенси тÿлемеççĕ.
Ватлăхпа пенси илекенсен çулталăк пуçламăшĕнчен уйăхри тÿлевĕ ÿсет. Ĕçлеменнисен пенсине 7,5 процент хăпартаççĕ.
11 января 2024
09:31
09:31